Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗрремӗш пайӑт (Аттилпа Кримкилте)

«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.



Аттил — чӑвашсен чаплӑ ҫарпуҫӗ тата патши. Вӑл ертсе пынипе чӑвашсем хӑйсен тӑшманӗ шутланакан чухасене тапӑнаҫҫӗ. Чухасене вӗсен патши тата ҫарпуҫӗ Чупайрек ертсе пынӑ. Аслӑ уйра питӗ хаяр ҫапӑҫу пырать. Юлашкинчен Аттил ҫарӗ тӑшмансене ҫапса ҫӗмӗрет.
Аттил патне унӑн йӗкӗчӗсем тыткӑна лекнӗ ҫынсене илсе пыраҫҫӗ. Вӗсен хушшинче — хӗр-пике Кримкилте те.

1<<Ҫынпа ҫын хушшинче тытӑҫу —
Арӑсланпа шурӑ парс хушшинчи ҫапӑҫу.
Пӗрре пӗри тапӑнса пырать,
Тепре тепри ҫӗнтерсе пырать.
Пӗри аманать,
Ҫӗре ӳкет,
Ҫын ури айне пулса пӗтет.
Тепри аманать,
Йывӑҫ пек йӑванать,
Ыратнине чӑтаймасӑр ахлатать.
Виҫҫӗмӗшӗ аманса,
Ут ури айне пулса,
Ним юлми таптанать,
Пуҫне ҫухатать.
Аслӑ уйра пырать ҫапӑҫу,
Ҫынпа ҫын хушшинчи юнлӑ тытӑҫу.>>2<<Пуринчен те малта — Аттил,
Пуринчен те маттурри — Аттил,
Пуринчен те паттӑрри — Аттил,
Пуринчен те хаярри — Аттил.
Ун аллинче хӗҫ мар,
Ун аллинче — алтаспан.
Алтаспанӗпе ҫапать те йӗр тӑвать,
Тепӗр енне ҫапать те ҫул тӑвать.
Аттил айӗнче — ут мар,
Аттил айӗнче — урхамах,
Ун сӑмсинчен вут тухать,
Ҫӑварӗнчен ҫулӑм ҫапать.
Пӗр енне пахать те вутпа ҫунтарать,
Тепӗр енне пахать те ҫулӑмпа ӗнтет.
Ҫапӑҫаҫҫӗ ҫынсем —
Чӑвашсемпе тӑшмансем,
Кам мӗнпе пултарать,
Ҫавӑнпа ҫапать,
Кам мӗнпе пултарать,
Ҫавӑнпа чикет,
Кам мӗнпе пултарать,
Ҫавӑнпа касать,
Кам мӗнпе пултарать,
Ҫавӑнпа перет.
Чӑвашсене Аттил ертсе пырать,
Тӑшмансене Чупайрек ертсе пырать.>>3<<Аттил
Пирӗн тӑшмансем — чухасем.
Хӑраса ӳкрӗҫ, тарма хатӗр вӗсем.
Эппин, хытӑрах тапӑнар,
Ҫавӑрса илер,
Ҫавӑрса илер,
Вӗсене пур енчен те ҫапар.
Вара ҫӗнтерӳ пирте пулать,
Пӗтӗм тӗнче пирӗн алра пулать...>> * * * <<Аттил ертсе пынипе,
Вӑл аслатиллӗ саспа чӗннипе,
Чӑвашсем питӗ хастар,
Вӗсене никам ҫӗнмелле мар,
Тӑшман ҫине тапӑнсах пыраҫҫӗ,
Тӑшмана пур енчен те хупӑрлаҫҫӗ.

Чупайрек
Кам ирӗклӗхшӗн,
Ҫавӑ хӗҫ ҫӗклет,
Кам ирӗклӗхшӗн,
Ҫавӑ ухӑ тытать,
Кам ирӗклӗхшӗн,
Ҫавӑ сӑнӑ илет,
Вара манпа пӗрле
Тӑшмана тӗп тӑвать.
Ан хӑрӑр, тусӑмсем!
Ан хӑрӑр, юлташсем!
Ҫӗмӗретпӗр эпир Аттила,
Ҫӗнтеретпӗр эпир Аттила,
Вӑл кунтан тарса каймалла,
Килне мар, хӑяматалла!..>> * * * <<Чупайрек ертсе пынипе
Чухасем кӗрешеҫҫӗ мӗнпур вӑйӗпе.
Чӑвашсене парӑнмаҫҫӗ,
Элемӗсене те усмаҫҫӗ.
Икӗ вӑй пӗр-пӗрин ҫине кӗрет,
Никам та пӗлмест —
Хӑшӗ ҫӗнтерет.
Икӗ вӑй пӗр-пӗрне тапӑнать,
Никам та пӗлмест —
Хӑшӗ ҫиеле тухать.>>4<<Камсем-ха вӗсем чӑвашсем.
Камсем-ха вӗсем чухасем.
Мӗншӗн пӗр-пӗринпе
Ҫапӑҫаҫҫӗ ҫак аслӑ хирте.
Чӑвашсем вӗсем — ирӗк халӑх,
Чӑвашсем вӗсем — аслӑ халӑх.
Пин-пин тӗрлӗ пурлӑх вӗсен,
Чи чаплӑ пурлӑхӗ
"Ылттӑн кӗнеке" вӗсен.
Тапса тухнӑ вӗсем мальенчен,
Хӗвелтухӑҫӗнчен,
Ылттӑнту таврашӗнчен.
Ылттӑнту вӗсене
Панӑ хӑй вӑйне.
Чи малтанхи патши вӗсен Метте,
Ӑна пӗтӗм тӗнче пӗлмелле.
Метте ертсе пынипе
Аслӑланнӑ вӗсем ӗлӗкех.
Аннах Метте вилсен
Саналанса кайнӑ.
Ют йӑхсем хӗснипе
Кайьеннеле тарнӑ.
Кунта чух кайран,
Аттил патшана ларсан,
Тепре ҫӗкленсе кайнӑ,
Пӗтӗм кӳршӗсем вӗсене пуҫ тайнӑ.
Ҫавӑнпа чӑвашсем Аттила саваҫҫӗ,
Унпа пӗрле кӗрешӗве тухаҫҫӗ,
Кирек мӗнле тӑшмана та,
Кирек мӗнле ют йӑха та,
Тытса лӑскаҫҫӗ,
Ҫапса хуҫаҫҫӗ.>>5<<Халь чухасем пирки калар,
Вӗсем камне палӑртар.
Чухасем кайьенче пурӑнаҫҫӗ,
Йышлӑ йӑхпа пурӑнаҫҫӗ.
Вӗсем те, чӑвашсем пекех,
Хастар та маттур тем пекех.
Чуха — пит харсӑр халӑх,
Пурне те кураймасть,
Хӑйне кӳрентернине чӑтаймасть,
Асра хӑварать ӗмӗр асӑнмалӑх.
Чӑвашсем те вӗсенчен нумай хӗн курнӑ,
Вӗсен ҫӗренче те чухасем урнӑ.
Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑрҫӑ пырать,
Кашни чӑваша кунта вӑрҫӑ шырать.

Пӗр йӑвара
Куракпа чана лараймасть.
Пӗр ҫуртра
Йытӑпа кушак пурнаймасть.
Ҫавӑн пекех ҫак аслӑ ҫӗршывра,
Вӗҫӗ-хӗррисӗр уй-хирте,
Ҫеҫенхирте,
Ҫаранлӑхра
Чӑвашсемпе чухасем пурнаймаҫҫӗ,
Ҫавӑнпа ҫак аслӑ вӑрҫа вӑрҫаҫҫӗ.
Чӑвашсен ҫарӗнче те ҫын нумай,
Чухасен ҫарӗнче те ҫын нумай,
Хаяррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ,
Пӗр-пӗрне тапӑнсах пырасҫӗ.>>6<<Аттил ҫарӗнче тепӗр паттӑр,
Ун пекки тӗнчере те урӑх ҫук-тӑр!
Ку вӑл — Айтаман,
Нихӑҫан тӑшмана парӑнман
Ҫамрӑк ҫарпуҫӗ,
Питӗ сивчӗ ун куҫӗ:
Ухӑпа перет —
Тӗл лекет,
Сӑнӑ ывӑтать —
Тӑшмана йӑвантарать,
Хӗҫпе ҫапать —
Тӑшмана тӗп тӑвать,
Учӗпе кӗрет —
Тӑшмана ҫӗнтерет.

Аттил ҫарӗнче тата тепӗр паттӑр,
Ун пекки те тӗнчере урӑх ҫук-тӑр!
Ку вӑл — Марка-улӑп,
Кашнийӗ унпа чух чӑн-чӑн паттӑр пулӗ.
Марка-улӑп нихҫан
Тӑшманран хӑраман.

Малта вӑл ялан,
Ун аллинче — алтаспан.
Пӗр енне ҫапать —
Ҫул тӑвать,
Тепӗр енне ҫапать —
Йӗр тӑвать.

Иккӗн икӗ енчен тӑшмана хӗсеҫҫӗ,
Чуха паттӑрӗсене ҫӗнтереҫҫӗ.

Ухӑпа перет Айтаман,
Лектерменни пулман нихӑҫан.
Хальхинче те тӗл перет ҫарпуҫӗ,
Чупайреке тӗлленӗ ун куҫӗ.
Чупайрек пит йывӑр аманать,
Ун аттикки калла чакать,
Патша аманнине пӗлни
Чухасене йӑлт хӑратать,
Пӗр ҫарӗ каялла чакни,
Ыттисене те чактарать.
Аттил
Тӑшман хӑрать...
Тӑшман тарать!
Тата та хытӑ тапӑнар,
Йӑлт ним юлмиех аркатар!>>7<<Таптанӑ сарӑ чечеке
Тепре ҫӗн пурнӑҫ пама ҫук.
Тарма пуҫланӑ этеме
Чарма никам та пӗлес ҫук.

Тарать тӑшман!..
Ӑна хыҫран
Хусах пырать-ха Айтаман.
Ҫавӑн чухне чухасене
Пит йывӑр ӑраскал кӗтет:
Ҫавӑн чухне ун аллине
Чупайрек хӑй лекет.

Сарлака уйра Аттил тӑрать.
Айтаман-ҫӗнтерӳҫӗ ун патне пырать.
Айтаман хыҫӗнче — чухасем,
Тыткӑна лекнӗ тӑшмансем.
Вӗсен хушшинче Чупайрек,
Вӑл аран утать, вилнӗ пек.
Йӑлт юнланнӑ хӑй,
Йӑлт аманнӑ хӑй,
Халтан кайнӑ вӑл,
Пуҫне уснӑ вӑл.

Айтаман
Эпир ҫӗнтертӗмӗр,
Тӑшмана пӗтертӗмӗр.
Тӑшман ҫарпуҫӗ,
Урлӑ куҫӗ,
Халь пирӗн алӑра,
Тыткӑнра.
Аттил
Пуҫне касатпӑр унӑнне —
Тискер тӑшманӑнне.
Ҫав хушӑра Аттил курах каять,
Чухасен хушшинче хӗр-пике тӑрать.
Ун куҫӗ таврана ҫемрен тӑкать,
Аттилӑн чӗрине йӑлт амантать.
Аттил
Эс кам?
Елик-пике-и?
Е пике-турӑ пултӑн-и?
Кала, эс кам?
Чупайрек
Ман хӗр вӑл, Аттил-патша.
Пире хупларӗ ҫав нуша.
Тӳпе сана, тен, пулӑшрӗ паян,
Ҫентерӳпе ытла эс ан мухтан.
Паян ҫӗнтертӗн эс пире,
Ыран тепри, тен, ҫӗнтерет сире...

Анчах Аттил ку сӑмаха илтмест,
Пике ҫинчен куҫне вал илеймест:
Аттил
Хӗрӳн ятне кала эс, Чупайрек,
Хӗрӳ санӑн пике-турӑ пекех!..

Хӗр-пике
Аттил, ҫентертӗн эс паян,
Аттепе мар, манпа палка,
Атте аманнине куран,
Часрах ӑна эс пулӑшма васка.
Ҫынна пулӑшакан —
Ҫӳлти турра та юракан.
Сана хамах хам ятӑма
Пултарӑп калама —
Ман ятӑм, пӗл эс, — Кримкилте...

Аттил
Кримкилте...
Яту хитре, чӑн чӑвашла!
Ҫапах та тӗрӗсне кала:
Чуха патшин хӗрне
Мӗскершӗн панӑ чӑвашсен ятне.
Кримкилте
Эс элтепер пулман чухне
Телейлӗ самана чухне,
Чӑвашсемпе пирӗн ламсем
Пулнӑ тет ырӑ пускилсем.
Килӗштерсе, пӗрне пӗри савса,
Вӗсем ун чухне пураннӑ кунта.
Нимскер те пайламан хӗҫпе сулса,
Хура юн упраман чунта.
Аттен юлташӗ Крим,
Эс илтнӗ пулӗ ун ҫинчен,
Асчах тата пӳлев ҫинчен.
Крима савса атте мана
Ҫапла ят панӑ...
Анчах сана
Хушсах калатӑп эп, Аттил,
Атте аманнӑ, аран тӑрать,
Сиплеме хуш ӑна, Аттил,
Ытти тӑхтасан та юрать.
Аттил
Ытарайми пикеҫӗм Кримкилте,
Сана чарам-ха ку тӗлте,
Эс калани пит вӑхӑтлӑ, аван.
Эппин, чуха ман тӑшман мар, тӑван.
Сиплевҫӗсем сан аҫуна
Пӑхса сыватӗҫ ырана.
Чӗнетӗп хам пата сана
Эс пулӑн хаклӑ ман хӑна...

Ӑнлантаркӑч

1. Арӑсланпа шурӑ парс хушшинчи ҫапӑҫу. Шурӑ Парс авалхи чӑвашсен тотемӗсенчен пӗри; шура парс — шурӑ Тигр, вырӑсла — снежный барс.
2. Ун аллинче - алтаспан. Алтаспан тесе ӗлӗк-авал йывӑр хӗҫе каланӑ. Алтаспанӑн вӗҫӗ сарлака, пысӑк пулать. Вӑл чӑнласах та куҫса ҫӳрекен тӳрк йӑхӗсен хушшинче сарӑлнӑ. Европӑна вара ку хушӑра тӳрӗ хӗҫ, вырӑсла — меч е палац, сарӑлнӑ.
3. Аттил айӗнче - урхамах; Урхамах — юмах-халапра час-часах асӑнакан ҫунатлӑ ут. Ӗлӗк-авал урхамах тесе ятарласа ӳстерекен питӗ хӑвӑрт чупма пултаракан утсене каланӑ.
4. Пирӗн тӑшмансем - чухасем. Чухасем тесе мӗнле халӑха калани паллӑ мар. Ахӑртнех, ку вӑл авалхи чӑвашсем ҫапӑҫнӑ тӑшмансене е авалхи Германи йӑх-ӑрӑвӗсене пӗтӗмлетсе каланӑ этноним пулас.
5. Ан хӑрӑр, юнташсем. Юнташсем тесе авалхи чӑвашсем пӗрле кӗрешсе пӗрле юн тӑкнӑ ҫынсене каланӑ.
6. Килне мар, хӑяматалла. Хӑямат тесе авал чӑвашсем тӗнче хӗррине, турӑсем тытса тӑракан йӑла-йӗрке ҫитмен вырӑна каланӑ.
7. Элемӗсене те усмаҫҫӗ. Элем тесе авалхи чӑвашсем вӑрҫӑ хирӗнче кӗрешӗве чӗнсе ялкӑшса тӑракан ялава каланӑ.
8. Чи чаплӑ пурлӑхӗ "Ылттӑн кӗнеке" вӗсен. Авалхи хун-чӑвашсен ҫырулӑхӗ, хӑйсен питӗ хаклӑ пурлӑхӗ "Ылттӑн кӗнеке" пулнӑ. Ахӑртнех, ку вӑл авалхи Заратуштра тӗнне ӗненекенсен тӗн кӗнеки пулнӑ пулас.
9. Тапса тухни вӗсем мальенчен... Хун-чӑвашсем Европӑна пирӗн эра пуҫламӑшӗнче Варринчи Аҫирен тухса килнӗ.
10. Ылттӑн ту таврашӗнчен... Ылттӑн ту тесе авалхи чӑваш-хунсем Алтай тӑвӗсене каланӑ.
11. Чи малтанхи патши вӗсен Метте. Метте — авалхи хун-чӑваш йӑхӗсене чи малтан пуҫтарса чаплӑ патшалӑх туса хунӑ мухтавлӑ патша тата ҫарпуҫӗ. Ку вӑл пирӗн эрӑчченхи 2-мӗш ӗмӗрте пулнӑ. Меттене Китай чӑнлавӗсенче Моте тенӗ.
12. Ун аттикки каялла чакать. Аттикка — ҫуран ҫар, хальхилле каласан — пехота.
13. Елик пике-и? Елик — патша хӗрӗ, принцесса.
14. Яту хитре, чӑн чӑвашла. Кримкилте ят чӑнах та чӑвашла янрать: Крим — ҫын ячӗ, килте — килте, Крим килте тенине пӗлтерет.
15. Ӑсчах тата пӳлев ҫинчен. Ӑсчах — питӗ ӑслӑ е ӑс паракан ҫын, вырӑсла — мудрец; пӳлев — пророк.


«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-28 18:53:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4302 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем